Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Декабрӗн 2020, 11:35

Çĕнĕ çул уявламалли йĕркесене палăртнă

Пушкăртстанра декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче кăшăлвирус пандеми вăхăтĕнче Çĕнĕ 2021 çула уявлассипе çыхăннă мерăсем йышăннă.

Пушкăртстанра декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче кăшăлвирус пандеми вăхăтĕнче Çĕнĕ 2021 çула уявлассипе çыхăннă мерăсем йышăннă. Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров пăртан тунă вылямалли лапамсен тата хуласемпе ялсенчи чăрăшсен шутне ÿстерме хушнă. Çакă ярăнмалли вырăнсенче çынсем йышлă пухăнассинчен хăтăлма май парĕ. Лапамсем декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла.
Унсăр пуçне ача сачĕсенче Çĕнĕ çул утренникĕсем ирттерме ирĕк панă. Анчах‚ вĕсене хăйсен ушкăнĕнче тата ашшĕ-амăшĕсĕр йĕркелĕç.
Ресторансем пирки калас пулсан‚ вĕсем Çĕнĕ çул каçне талăкĕпе‚ Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче ирхи 6 сехетрен пуçласа çĕрлехи 2 сехетчен ĕçлеме пултараççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем санитарипе эпидемиологи нормисемпе правилисене‚ ПР Суту-илÿ министерствин сĕнĕвĕсене пăхăнмалла.
Республикăри оперативлă штабра çакна та пĕлтернĕ: енчен те ашшĕ-амăшĕ кăшăлвируспа чирлесе вĕсене васкавлă больницăна хунă‚ анчах ачисене пăхма çын çук пулсан çакăн пек çемьесем социаллă приютсенчен пулăшу ыйтма пултараççĕ. Ачасем унта ашшĕ-амăш сипленичченех пурăнĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: