Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
3 Декабрӗн 2020, 11:30

Пурăнмалли минимум виçине çирĕплетнĕ

Пушкăртстанра 2020 çулхи III кварталăн пурăнмалли минимум виçине çирĕплетнĕ. Республика правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн уйăхри вăтам пурăнмалли чи пĕчĕк укçа-тенкĕ виçи 9908 тенкĕпе танлашнă.

Тĕп социаллă тата демографи ушкăнĕсен пурăнмалли минимум виçи: ĕçлекен çынсемшĕн – 10 544 тенкĕ‚ пенсионерсемшĕн – 8 059 тенкĕ‚ ачасемшĕн – 9 925 тенкĕ.
2020 çулхи II кварталпа танлаштарсан регионти пурăнмалли минимум виçи 107 тенке чакнă.
- Пурăнмалли минимум шайне кашни кварталта регионти потреблени минимумне тĕпе хурса палăртаççĕ. Унпа социаллă программăсем хатĕрленĕ тата вĕсене пурнăçа кĕртнĕ чух çынсен пурнăç шайне хак пама усă кураççĕ. Унсăр пуçне вăл регион бюджетне йĕркеленĕ чух пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те палăрса хăвармалла‚ – тенĕ ПР Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерствин пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: