Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Декабрӗн 2020, 11:30

Çывăракан упана вăратнă та шăтăкĕнчех персе вĕлернĕ

Пушкăртстанри Хайбулла районĕнчи полицие сунар инспекторĕсенчен хыпар çитнĕ. Вĕсем Ивановка ялĕнчен инçе мар браконьерсене асăрханине каласа панă.

Пушкăртстанри Хайбулла районĕнчи полицие сунар инспекторĕсенчен хыпар çитнĕ. Вĕсем Ивановка ялĕнчен инçе мар браконьерсене асăрханине каласа панă.
Малтанхи даннăйсем тăрăх, Зилаир районĕнче пурăнакан 40 тата 62 çулхи икĕ арçын упа тытма сунара тухнă. Вĕсем хăйсен район территоринче сунара тухма ирĕк те илнĕ пулнă. Анчах та чалăш ураллă чĕр чуна тупас кăмăл вăйлă пулнипе вĕсем кÿршĕ Хайбулла районĕн çĕрĕ çине кĕрсе кайнă.
- Вырăнта пурăнакан 60 çулхи арçын 15 пин тенкĕлле вĕсене çывăхри упа шăтăкĕ вырăнне кăтартнă. Палăртнă çĕре кайнă чух вĕсем хир качакине персе вĕлернĕ. Упа патне васканипе чĕр чун ÿтне машинисем çине те тиемен. Зилаир районĕнче пурăнакан 40 тата 62 çулхи икĕ арçын çывăракан упана вăратса вырăнтах персе вĕлернĕ. Ун хыççăн хир качакипе упана тирпейленĕ. Преступлени вырăнĕнчен пăрахса кайма вĕсене Хайбулла районĕнчи полици çыннисемпе сунар инспекторĕсем ирĕк паман, - пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче.
Йĕрке хуралçисем саккунсăр ĕç вырăнĕнчен «УАЗ», «ВАЗ-2106» автомобильсене, рацие, икĕ сунарçă пăшалĕпе патронсене, пуртăпа çĕçĕ тата чĕр чунсен юлашкийĕсене туртса илнĕ.
Вĕсене хирĕç ушкăнпа саккунсăр сунар ĕçĕ туса пысăк сиен кÿнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: