Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Декабрӗн 2020, 20:10

Автобус водителĕсем ытларах мĕнпе айăпа кĕреççĕ?

Ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 3-мĕшĕччен Пушкăртстанри çулсем çинче пассажирсем турттаракан автотранспортсемпе çыхăннă виçĕ аварине шута илнĕ. Вĕсенче виçĕ çын суранланнă. Икĕ инкек - Ĕпхÿ хулинче, пĕри Хайбулла районĕнче (шкул автобусĕпе) пулса иртнĕ.

Ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 3-мĕшĕччен Пушкăртстанри çулсем çинче пассажирсем турттаракан автотранспортсемпе çыхăннă виçĕ аварине шута илнĕ. Вĕсенче виçĕ çын суранланнă. Икĕ инкек - Ĕпхÿ хулинче, пĕри Хайбулла районĕнче (шкул автобусĕпе) пулса иртнĕ.
Патшалăх автоинспекцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çул-йĕр патруль службин ĕçченĕсем çак тапхăрта 1200 автобуса тĕрĕсленĕ, 464 йĕркене пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсен шутĕнче:
- 45 водитель пассажирсене турттармалли правилăсене пурнăçламан;
- иккĕн светофорăн хĕрлĕ çути çинче чарăнмасăр иртсе кайнă, çавăн пекех 14 водитель çул-йĕр правилисене пăхăнмасăр стоп-лини умĕнче чарăнса тăман;
- тăваттăшĕ çуран çÿрекенсене палăртнă вырăнта çул урлă каçма ирĕк паман;
- çирĕм виççĕшĕ хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнмасăр çула тухнă;
- 23 автобус юсавсăр пулнă, ун пек чухне транспорта вырăнтан та хускатма юраман;
- 117 водитель маневр правилисене пăхăнман;
- тăватă хурçă ут хуçи руль умĕнче телефонпа калаçса пынă;
- 46 водителе çул çинчи паллăсене е паллă тунă йĕрсене пăхăнманшăн айăпланă;
- иккĕн юсавсăр тахографпа çула тухнă;
- виçĕ автобуса ятарлă лапама вырнаçтарма тÿр килнĕ, вĕсен руль тытăмĕ техника требованийĕсене тивĕçтермен.
- Çул-йĕр çинчи правилăсене пăснăшăн автобус водителĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттересси патшалăх автоинспекци ĕçченĕсемшĕн яланах малти вырăнта тăрать. Кунта тĕрĕслев уйрăм шайра. Çакă çул çинчи инкек-пăтăрмахсен шутне чакарма пулăшать. Малашне те çак енĕпе ĕç чарăнса тăмĕ,- тесе пĕлтернĕ ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн пресс-службинче.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: