Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Декабрӗн 2020, 17:30

Эрехĕррисем паллă мар салтака чысларĕç

Ĕнер, декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Раççейре Паллă мар салтак кунне паллă турĕç. Ăна 2014 çултанпа РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртеççĕ. Пушкăртстанри ялсемпе хуласенче те çак куна халалласа хурлăхлă церомонисем иртрĕç. Вĕсенчен пĕрне Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче йĕркелерĕç.

Çак сăлтавпа ялти ĕç ветеранĕсемпе культура сферинче, вырăнти хăйтытăмлăх органĕнче ĕçлекенсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене асра тытса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç, вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнисен умĕнче пуç тайрĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк ÿкерттерчĕç. Ялти нумай функциллĕ клуб ертÿçи Ирина Корнилова пĕлтернĕ тăрăх, çакăн евĕр мероприятие ялта пуçласа ирттереççĕ пулсан та çĕнĕлĕхе вырăнти халăх кăмăллă йышăннă. Малашне те вĕсем çак пархатарлă та ырă йăлана пурнăçа кĕртсе пыма ĕмĕтленеççĕ.
Справка. Раççейри Оборона министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Раççей тата ытти çĕршывсен территорийĕсенче (ăçта Хĕрлĕ Çар салтакĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр иртнĕ) 7,2 млн совет салтакĕ çĕр айĕнче канлĕх тупнă. Вĕсенчен 2,6 млн çын - паллă ятсем, 4,6 млн - паллă маррисем.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: