ПР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанра пушарпа кĕрешмелли хатĕрсем туса кăларассипе тата вĕсен производителĕсене пулăшу парассипе çыхăннă ĕçе йĕркелесе янă.
Ĕпхÿри оборона предприятийĕсенчен пĕринче пушара маларах систерекен прибор туса кăларма хатĕрленеççĕ. Унăн аккумуляторĕ те пулĕ. Çавăнпа вăл 10 çулччен ĕçлеме пултарĕ. Çак хатĕрте хăват паракан пая мĕн усă куриччен улăштарма кирлĕ мар.
2016 çултанпа Пушкăртстанра бюджет укçи-тенкипе пушара маларах систерекен приборпа 243‚5 пин çемьене тивĕçтернĕ. Çакă 469 çын пурнăçне çăлма май панă‚ çав шутра 194 ачанне те. 2021 çултанпа çулсерен 50 пин прибор туянассине плана кĕртнĕ.
Тепĕр тухăçлă юхăм – пушарпа кĕрешмелли прицепсем туса кăларасси. 2018 çултанпа ПР Инкеклĕ ĕçсен министерстви енĕпе 129 единица техника туяннă. Çитес çул тата 30 единица туянма палăртаççĕ.
Пушарпа кĕрешмелли прицепсене УФСИН системи туса кăларма пултарать. Паянхи кун тĕлне уголовлă тата ĕç тăвакан система çурма прицеп-цистерна туса кăлармалли конструктор докуменчĕсен комплектне хатĕрленĕ. Вĕсем опыт тĕслĕхне те тунă‚ ăна Ĕпхÿри курава тăратнă.