Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Декабрӗн 2020, 14:40

«Сусăр граждансен интересӗсемпе нушисем ҫине тимлӗн пӑхни пурнăç йĕркине кĕмелле»

Декабрь уйăхĕн виççĕмĕшĕ - Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ. Çав куна халалласа çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин инвалидсен общество организацийӗсен представителĕсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Раҫҫейĕн пур регионĕнче те вĕсене валли пĕр чăрмавсăр лару-тăру, ӗҫ вырӑнӗсем тата ытти те йӗркелени питӗ кирлӗ. Президент палӑртнӑ тăрăх, ун пек çынсем хӑйсене хӑтлӑ туймалла.

- Сывлӑх тӗлӗшӗнчен ҫитменлӗхсем пур ҫынсемпе хутшӑнни -пӗтӗмӗшле йĕрке. Вăл - обществӑпа патшалӑх аталанса ҫитнин тĕп кӑтартӑвӗ. Кӑҫал ҫулла Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тӳрлетмелли пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлавра йышӑннӑ положенисем, ҫав шутра инвалидсене социаллӑ хӳтлӗх парассине халалланисем те, ҫын тата граждан прависемпе ирӗклӗхӗсене туллин тата пӗр тан пурнӑҫланасси çинче никĕсленннĕ. Урăхла каласан, нимĕнле дискриминаци те пулмалла мар. Сывлӑх тӗлӗшӗнчен чăрмавсем пур граждансен интересӗсемпе нушисем ҫине тимлӗн пӑхни пурнăç йĕркине кĕмелле. Регионти ӗҫтешсене ҫакна ячĕшĕн, отчет парассишĕн çеç тумалла маррине асăрхаттарасшăн. Унсăрăн нумай çын ирĕксĕрех пĕчченлĕхе лекет.
Юлашки çулсенче сывлăх тĕлĕшĕнчен чăрмав пур çынсем тулли пурнăçпа пурăнччăр тесе федераллă шайра сахал мар йышăну тунă, - тенĕ патшалăх пуçлăхĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: