Урал сасси
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Декабрӗн 2020, 00:45

Ĕпхÿри пушарта арçын вилнĕ

Паян, декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, кăнтăрла Ĕпхÿ хулинчи Дуван бульварĕнчи нумай хутлă çуртри пĕр хваттерте вут-çулăм алхаснă. Пушар сÿнтерекенсем вырăнта 1977 çулта çуралнă арçыннăн вилнĕ ÿтне тупнă.

Паян, декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, кăнтăрла Ĕпхÿ хулинчи Дуван бульварĕнчи нумай хутлă çуртри пĕр хваттерте вут-çулăм алхаснă. Пушар сÿнтерекенсем вырăнта 1977 çулта çуралнă арçыннăн вилнĕ ÿтне тупнă.
Пушарпа çăлавçăсен пĕрремĕш подразделенийĕ килсе çитнĕ çĕре пиллĕкмĕш хутри виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕн 5х2,5 метрлă пÿлĕмĕнче кил-çуртри япаласем çуннă пулнă.
Газпа тĕтĕмрен хÿтĕленмелли служба звени тăрăшнипе хăрушлăх зонине лекнĕ 4 çынна (вĕсем çÿлти хутсенче пурăннă) çăлса хăварнă, çичĕ çынна эвакуацилеме тÿр килнĕ.
«Пушар мĕн сăлтава пула тухнине тата пĕтĕмĕшле ĕç-пуç мĕнле пулса иртнине Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознавателĕсемпе следствипе оперативлă ушкăн уçăмлатĕ»,- тенĕ ведомствăн пресс-службинче.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: