Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăна пысăк йышпа Гамалеи Гам-КОВИД-Вак центрăн икĕ компонентлă вектор вакцинине илсе килни тата унпа усă курма пуçласси çинчен пĕлтернĕ.
«Раççей Президенчĕ хушнипе кăшăлвирус инфекцийĕпе кĕрешес ĕçре çĕнĕ тапхăр пуçлатпăр. Республикăна пĕрремĕш хут пысăк йышпа Гамалеи Гам-КОВИД-Вак центрăн икĕ компонентлă вектор вакцини килсе çитрĕ – 1200 доза. Чăн малтан хăрушлăх (риск) ушкăнне лекекенсене прививка тăватпăр. Вĕсен шутне инфекципе чирлекенсемпе çыхăнура пулакансем – медицинăпа социаллă сферăсенче ĕçлекенсем, вĕрентекенсем – кĕреççĕ»,- тесе çырнă регион ертÿçи социаллă сетьри хăйĕн страницинче.
Çавăн пекех вăл çулталăк вĕçлениччен вакцинăн тепĕр партийĕ килсе çитмеллине, вăл йышĕпе чылай нумайрах пулассине пĕлтернĕ.
«Пирĕн республика валли мĕн чухлĕ вакцина уйăрса парасси çак тавара туса кăларакансенчен килет. Эпир ытларах илме тăрăшăпăр, халăхăн нумайрах пайне прививка тума май пулĕ. Çапла майпа коллективлă иммунитет йĕркелеме пулать»,- çырнă Радий Хабиров.
Пушкăртстан пуçлăхĕ кăшăлвирусран прививкăсене хальлĕхе тулевсĕр тата тухтăрсем хушнипе патшалăх больницисемпе поликлиникисенче çеç тунине уйрăмах палăртнă. Уйрăм (частный) медицина учрежденисенче COVID-19-ра хирĕç вакцина çук.