Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Декабрӗн 2020, 16:45

Сивĕ кунсем Пушкăртстанра 10 куна тăсăлĕç

Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Пушкăртстана килсе çитнĕ сивĕ антициклон пирĕн республикăра тепĕр вунă кун тытăнса тăрĕ. Федераллă метеосайтсен кăтартăвĕсем тăрăх, декабрь уйăхĕн 7-15-мĕшĕсенче кăнтăрлахи температура 11-15 градус сивве çитĕ, çĕрле – 15-23 градуса. Пĕтĕмĕшле тÿпе уçă та янкăр пулмалла, юр çумалла мар. Ирхи вăхăтра тĕтре карса илмелле, пралуксемпе йывăçсене пас тытмалла. Прогноз тăрăх, çил лăпка вĕрмелле, чи нумайи вăхăт-вăхăт пĕр секундра 4 метра çитме пултарать.

Антициклон анлă сарăлнине пула хĕл кунĕсем пуçланнăранпа сивĕ çанталăк Раççейĕн Атăлçи тата Европа тăрăхĕнчи тĕп регионсенче тытăнса тăрать. Çанталăк ăшатассине тата юр çăвассине декабрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче кĕтмелле.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: