Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Декабрӗн 2020, 19:20

COVID-19па чирлесе ирттернисене санатори сертификачĕсем параççĕ

Пушкăртстанра çĕнĕ кăшăлвирус инфекципе чирлесе ирттернисене сывлăхĕсене лайăхлатма сертификатсем пама тытăннă. Сертификат номиналĕ - 49 пин тенкĕ‚ санаторинче пулмалли вăхăт 14 кунпа танлашать.

Пушкăртстанра çĕнĕ кăшăлвирус инфекципе чирлесе ирттернисене сывлăхĕсене лайăхлатма сертификатсем пама тытăннă. Сертификат номиналĕ - 49 пин тенкĕ‚ санаторинче пулмалли вăхăт 14 кунпа танлашать. Заявленисене декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Сертификатпа 2021 çул вĕçĕччен усă курма пулать. Ĕç министерствинче чирлесе ирттернĕ мĕнпур çынсене те сертификатпа тивĕçтерменнине палăртнă. Вĕсене уйрăм сферăра ĕçленĕ‚ ĕçре чирленĕ çынсене çеç параççĕ. Çав шутра:
- COVID-19па ĕçлекен медицина ĕçченĕсем;
- карантин условийĕсенче вăй хуракан социаллă ĕçченсем;
- самоизоляци режимĕпе пурăнакан граждансене пулăшу паракан волонтерсем;
- биометариалсемпе ĕçлекен тата самоизоляци режимне йĕркелекен Роспотребнадзор ĕçченĕсем;
- COVID- госпитальсене сыхлакан‚ патрульте çÿрекен Шалти ĕçсен министерствин тата Раççей гварди ĕçченĕсем;
- самоизоляци режимне тытса пынине тимлесе тăракан Инкеклĕ ĕçсен министерствин ĕçченĕсем.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: