Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Декабрӗн 2020, 00:20

Кулмасовăна тинех электричество килсе çитнĕ

Пушкăртстанри 14 çын пурăнакан яла пуçласа электричество çитнĕ. Белорецк районĕнчи Кулмасово ялĕнчи халăх çак тарана çитиччен компьютерпа, телевизорпа тата цивилизацин ытти ырлăхĕсемпе усă курайман. Асăннă ял Белорецк хулинчен чи аякра вырнаçнă ялсенчен пĕри шутланать. Вăл Архангельск районĕпе чикĕленнĕ вырăнта Белорецк – Ĕпхÿ автоçул çинче вырнаçнă.

Ялта пропискăра тăракансем пурĕ те 5 çын çеç, анчах та вун тăваттăн пурăнаççĕ. Çавăн пекех кунта çулталăк тăрăшшĕпех икĕ кафе ĕçлет тесе каласа панă Белорецк район администраци пуçлăхĕ Андрей Иванюта социаллă сетьри хăйĕн страницинче.
- Нумаях пулмасть Кулмасовăна электричество кĕртнĕ. Ял ÿссе пысăкланасса шанатăп. Кафесемшĕн те çакă пĕлтерĕшлĕ пулăм – тинех вĕсем генераторпа усă курассинчен хăтăлнă. Çапла майпа укçа-тенкĕ перекетлеме май пур. Ăна бизнеса аталантарнă çĕре яма пултараççĕ,- çĕнĕлĕхпе паллаштарнă вăл. - Кулмасовăра электричество нихăçан та пулман. Кафесем генераторпа ĕçленĕ, çакă кашни кун пĕр пин тенке яхăн (кунта çунтармалли шĕвек хакне çеç шута илнĕ) тăкакпа танлашнă. Кашни çул генераторсем кивелсе юрăхсăра тухнă, ирĕксĕрех çĕнни туянма тÿр килнĕ. Вырăнта пурăнакансем вара чылай чухне пачах та çутăсăр ларнă, перектленĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: