Урал сасси
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Декабрӗн 2020, 19:33

Раççейре туса кăларнă кăшăлвирус вакцинин сутмалли чи пысăк хакне палăртнă

Раççей «Спутник V» кăшăлвирус вакцинин сутмалли чи пысăк хакне пĕлтернĕ. Производитель палăртнă тăрăх, Раççей сывлăх сыхлав министерстви препарата 1942 тенкĕпе регистрациленĕ. Вакцина икĕ компонентран тăрать.

Раççей «Спутник V» кăшăлвирус вакцинин сутмалли чи пысăк хакне пĕлтернĕ. Производитель палăртнă тăрăх, Раççей сывлăх сыхлав министерстви препарата 1942 тенкĕпе регистрациленĕ. Вакцина икĕ компонентран тăрать.
Правительство «Спутник V» вакцинăна пурнăçшăн кирлĕ эмел препарачĕсен шутне кĕртнĕ. Раççей çыннисемшĕн вакцинаци тÿлевсĕр тата хăй ирĕкĕпе пулĕ. Препарата ваккăн сутма палăртмаççĕ.
Кăшт маларах Пушкăртстана икĕ компонентран тăракан Н. Ф. Гамалеи ячĕллĕ Центр хатĕрленĕ Гам-КОВИД-Вак вакцина килсе çитнĕ.
- Раççей Президенчĕ хушăвĕ тăрăх, кăшăлвирус чирĕпе кĕрешмелли çĕнĕ тапхăр пуçлатпăр. Республикăна Н. Ф. Гамалеи ячĕллĕ Центрăн икĕ компонентран тăракан Гам-КОВИД-Вак вакцинăн 1200 дозине илсе килнĕ. Чи малтан кăшăлвируспа чирлекенсемпе ĕçлекен теветкеллĕх (риск) ушкăнне кĕрекенсене – медицина ĕçченĕсене, учительсене, социаллă ĕçченсене прививка тăвăпăр, - тесе çырнă республика пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Çавăн пекех республика пуçлăхĕ çулталăк вĕçлениччен вакцинăн тепĕр пысăк партийĕ килсе çитмеллине, кăшăлвирусран тăвакан прививка тÿлевсĕр пулнине, ăна тухтăрсен хушăвĕпе патшалăх пульницисемпе поликлиникăсенче çеç тунине пĕлтернĕ. Уйрăм медицина учрежденийĕсенче COVID-19 инфекцие хирĕç вакцинăсем çук.
Читайте нас: