- Графикпа килĕшÿллĕн хĕллехи каникулсем январь уйăхĕн 11-мĕшĕччен тăсăлаççĕ. Ун хыççăн вĕрентÿ процессĕ пуçланмалла. Анчах та хальхи вăхăтра федералсен шайĕнче иккĕмĕш вĕрентÿ çулĕн графикне сÿтсе яваççĕ. Раççей Федераци шайĕнчи COVID-19-па кĕрешекен оперативлă штаб йышăну тунă хыççăн эпир, паллах, çийĕнчех вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене çакăн çинчен пĕлтеретпĕр,- тенĕ министр.