Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Декабрӗн 2020, 13:30

Владимир Путинăн тÿрĕ линийĕ декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртĕ

Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал РФ Президенчĕн пысăк пресс-конференцийĕ декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртĕ.

Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал РФ Президенчĕн пысăк пресс-конференцийĕ декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртĕ. Кăшăлвирус пандемийĕпе çыхăннă кăткăс лару-тăрăва пула мероприятие видеоконференци режимĕпе йĕркелĕç. Маларах палăртнă пек патшалăх пуçлăхĕ çыхăнăва хăйĕн Ново-Огаревăри резиденцийĕнчен тухĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ центрĕнче ĕçлĕç. Регионти массăллă информаци хатĕрĕн журналисчĕсем валли кашни федераллă округра ятарлă лапамсем йĕркелĕç. Пĕр редакцирен пĕр корреспондент тата пĕр фотокорреспондент хутшăнма пултарать, телевиденисене илес пулсассăн, пĕр съемка ушкăнĕ (корреспондент тата оператор).
Граждансем хăйсен ыйтăвĕсене ятарлă сайт урлă декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Москва – Путин» ятарлă приложенипе ярса панă. Приложени урлă ахаль ыйту çеç мар, пĕр минутлăх видеоролик яма та, видеозвонок тума та пулать. Ыйтусене Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн (ОНФ) волонтерĕсем пăхса тухĕç. Ытти çулсенче тÿрĕ линие ыйтусем мероприяти вĕçленичченех килнĕ. РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков кăçал форматсене пĕрлештерни тÿрĕ лини вăхăтне епле витĕм кÿрессине калама пултарайман, анчах содержани енчен тулли пулмалла, самаях вăрах вăхăт пымалла тесе пĕлтернĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: