Ачасемпе çулĕ çитмен ачасем хăйсем çине хăйсем алă хурасси пĕтĕмĕшле Раççейĕпе те, Пушкăртстанра та чи çивĕч социаллă ыйтусенчен пĕри шутланать. ПР Вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин «Эхо Москвы в Уфе» эфирта хурлăхлă статистика пĕлтернĕ: Пушкăртстанра 2020 çулта 19 ача хăйсем çине хăйсем алă хунă. 2019 çулта ун йышши 31 инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ.
- Шел пулин те, суицидсем пур, иртнĕ çулхинчен сахалрах пулни те нимĕн чухлĕ те савăнтармасть. Кашни ача вилĕмĕ – ашшĕ-амăшĕсемшĕн те, шкулшăн та пысăк инкек. Кунта пирĕн айăп та пур: эпир кашни шкул психологĕ патнех çитейместпĕр, суицид паллисене тупса палăртмалли методика хатĕрĕсемпе тивĕçтерейместпĕр, - тенĕ министр.
Республикăри шкулсенче ачасен кăмăл-туйăмне палăртма пĕлекен профессионаллă психологсем çитменни туйăнать. Айбулат Хажин кашни уйрăм тĕслĕхшĕн тарăннăн хуйхăрнине, çак ыйтупа ĕçлесе çитерейменнине палăртнă.