Пур хыпар та
Новости
8 Декабрӗн 2020, 15:20

Иглинора илемлĕхе йышпа тăваççĕ

Иглин район центрĕнче ял-хуласене Илемлĕх кĕртмелли çулта 10 çухрăм хÿмесем тытнă тата 5 çухрăм тротуарсем сарнă тесе пĕлтернĕ муниципалитетра. Хÿмесен çуррине уйрăм çуртсенче пурăнакансем хăйсен шучĕпе çĕнетнĕ е çĕнĕре тытнă, тепĕр çуррине организацисемпе администраци хăйсем çине илнĕ.

Иглин район центрĕнче ял-хуласене Илемлĕх кĕртмелли çулта 10 çухрăм хÿмесем тытнă тата 5 çухрăм тротуарсем сарнă тесе пĕлтернĕ муниципалитетра. Хÿмесен çуррине уйрăм çуртсенче пурăнакансем хăйсен шучĕпе çĕнетнĕ е çĕнĕре тытнă, тепĕр çуррине организацисемпе администраци хăйсем çине илнĕ.
Чылай ялсенче йывăç хÿмесене профнастилпа тата тимĕр шăтăрнакпа улăштарнă. Сăмахран Красновосходский ял Канашĕнче 3,8 çухрăм çĕнĕ хÿме тытнă е çĕнетнĕ. Вĕсенчен 2,3 çухрăмне халăх шучĕпе илемлетнĕ.
Кăçал тинех район центрĕнчи манăçа тухнă тепĕр ыйту вырăнтан хускалнă. Ку вăл – тротуарпа çыхăннă ыйту. 2021 çулта пуçласа Ленин урамĕнче çуран çÿремелли 5 çухрăма тăсăлакан çул хута кайĕ. Ĕçсене районти çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе тăваççĕ, унăн калăпăшне икĕ çула пайланă. Çуркунне подряд предприятийĕ тротуарăн бордюра чулĕсемпе ытти хатĕрĕсене вырнаçтармалла, çулла пуçланиччен çак ĕçе вĕçлемелле.
Кашни эрнере йĕркелекен «таса эрне куна» хутшăнса предприятисемпе организацисем территорисене тирпей-илем кĕртнĕ, Белекес юхан шывăн çулне, çÿп-çап купаланса выртакан вырăнсене тасатнă.
- Пĕтĕмĕшле Илемлĕх кĕртмелли çул районта тухăçлă иртрĕ. Чылай чухне эпир çак ĕçсене тума тивĕçлĕ тимлĕх çитерейместпĕр. Хÿмесемпе тротуарсем, газонсем манăçа тухаççĕ. Тĕрĕссипе вара ял-хуласене вĕсем илем, хăтлăх кÿреççĕ. Мана «таса эрне кун» пуçару килĕшрĕ, малашне эпир ăна йăлана кĕртĕпĕр. Çакă йĕркене пăхăнма, шалта дисциплинăна çирĕплетме пулăшать. Тавралаха хăв вараларăн пулсан, хăвăнах тасатма тивет,- хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ район администраци пуçлăхĕ Николай Самойленко.
Юрий МИХАЙЛОВ.