Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Декабрӗн 2020, 13:35

Пушарта арçын пурнăçĕ татăлнă

Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче‚ кăнтăр вăхăтнелле‚ Шаран районĕнчи Юность ялĕнче пĕр çуртра пушар тухнă.

Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче‚ кăнтăр вăхăтнелле‚ Шаран районĕнчи Юность ялĕнче пĕр çуртра пушар тухнă. Инкек пулнă вырăна Мичурин ял Канашĕнчи хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ пушар командин представителĕсемпе хăтаруçăсем килсе çитнĕ. Вĕсем вут-çулăм 5х9 метрлă пурăнмалли çурт çинче алхаснине çирĕплетнĕ.
- Хыпса илнĕ вырăнта пушарçăсем 66 çулхи арçын ÿтне тупнă. Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин дознователĕ тата следствипе оперативлă ушкăн пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ‚ ларăва уçăмлатса парассипе ĕçлеççĕ‚ – тенĕ ведомствăн пресс-службинче.
Пушкăртстан Республикинчи РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин Тĕп управленийĕ йăлари электроприборсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнсан пурнăçа тата пурлăха упраса хăварма май пуррине асăрхаттарать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: