Кандрыкуль ялĕнче пурăнакан Риф Хазиев хурчка чĕрнисенчен вĕçерĕнсе çĕр çине персе ÿкнĕ кайăка тупнă. Вăл‚ аманнăскер‚ çынсем панă апатпа шыва йышăнман. Хуçисем пăшăрханнипе «Туймазинский вестник» хаçат редакцине çитнĕ. Журналистсем ыйтнипе кайăка «Кандрыкуль» наци паркĕн ĕçченĕ кайса курнă.
- Ку вăл - чомга‚ - ăнлантарса панă Ирина Сабирова эколог. - Асăннă кайăксем шыва чăмса тытнă пулăсемпе ‚ моллюскăсемпе‚ хурт-кăпшанкăсен личинкисемпе апатланаççĕ. Вăл ăшă çĕре вĕçсе кайманни тата пăрпа витĕннĕ кÿлĕ хĕрринче епле майпа сывă юлни – хăйне майлă вăрттăнлăх.
Редакци ĕçченĕсем районта пурăнакансенчен кайăка çуркуннеччен пурăнма вырăн тупса пама пулăшу ыйтнă.