Пур хыпар та
Новости
8 Декабрӗн 2020, 19:25

Вут-çулăмра ашшĕпе амăшĕ тата вĕсен икĕ ачи вилнĕ

Тăватă çын пурнăçне татнă инкек декабрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче‚ çĕрле‚ Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелевĕспуç ялĕнче пулса иртнĕ. Шоссейная урамĕнчи пурăнмалли çурта вут-çулăм хыпса илнĕ. Пушар тухнă вырăна Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин ĕçченĕсемпе Михайловка тата Хушăлка ялĕсенчи хăйсен ирĕкпе йĕркеленнĕ пушар командисем килсе çитнĕ.

Пушарçăсем икĕ хваттерлĕ кирпĕч çурт тăрри айĕнчен вут-çулăм алхаснине асăрханă. Çурт 22х8 метрлă пулни паллă. Пушара сÿнтернĕ çĕре 5 единица техника тата 16 çын хутшăннă.
- Пушар сÿнтернĕ чух тăватă çын виллине тупнă: 1993 çулхи арçынпа хĕрарăм‚ 2013 тата 2016 çулсенче çуралнă ачасем‚ – тесе пĕлтернĕ ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-службинче.
Халĕ пушар сăлтавне уçăмлатассипе тĕпчевсем пыраççĕ. Вырăнта следствипе оперативлă ушкăн‚ пушар лабораторийĕн эксперчĕсем тата Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин дознавателĕ ĕçлеççĕ. Инкек тухнă вырăна Пушкăртстан Республикинчи РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин Тĕп управленийĕн ертÿçĕ тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Эдуард Идрисов килсе çитнине те палăртса хăвармалла. Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕпе пĕрле черетсĕр лару ирттернĕ.
Район пуçлăхĕ Артур Зарипов пĕлтернĕ тăрăх‚ çуртăн тепĕр енче те çемье пурăнать. Вĕсем çĕрле тĕтĕм шăршине сиснĕ‚ пушар хуралне чĕнтернĕ.
- Çемье япаласем çуннипе наркăмăшланнă тесе шутлатпăр. Кÿршĕ хваттерте пурăнакансем сиенленмен‚ вĕсен çурчĕ пурăнма юрăхлă. Тăрри çеç çуннă. Пăхăпăр‚ мĕнпе пулăшмаллине тĕпчĕпĕр.
Ял Канаш пуçлăхĕ асăннă çемьене пушара маларах систерекен прибора 2020 çулхи май уйăхĕн 29-мĕшĕнче панине те палăртса хăварнă. Прибор ĕçленипе ĕçлеменнине те тĕпчĕç.
Ирида НОВИКОВА.