2021 çулта Пушкăртстанра вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан (ППМИ) программăна хутшăнассипе Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнче пуху иртнĕ. Унта кăратмассем ялта мĕнле ĕç туса ирттерессине тĕплĕн сÿтсе явнă. Килĕрен анкета мелĕпе тĕпченĕ тата пилĕк пуху ирттернĕ кăтартусем тăрăх ял-йыш вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнма йышăну тунă.
Кăратмасран Пелепей хулине çити асфальт сарнăранпа тата «Эко Нива» компани выльăх-чĕрлĕх комплексне хăпартнăранпа ялти транспорт юхăмĕ чылай ÿснĕ. Ачасем вара урамра‚ çул хĕрринче выляççĕ. Апла пулсан вĕсен хăрушсăрлăхĕ малти вырăна тухса тăрать. Çавăнпа сасăлакансен ытларах пайĕ «Кăратмасра ача-пăча лапамĕ йĕркелесси» проекта пурнăçа кĕртме сĕннĕ. Декабрь уйăхĕнче пĕтĕмлетÿ пухăвĕ иртĕ. Çавăнтах татăклă йышăну тăвĕç те.
Асăннă программăн хăйне евĕрлĕхĕ пурнăç пахалăхĕ ÿсни чăн малтан çынсен пуçарулăхĕнчен килни пулса тăрать. Ял çыннисем хăйсен тĕллĕн мĕнле проекта пурнăçа кĕртессине‚ мĕн тума хатĕррине татса параççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.