Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Декабрӗн 2020, 11:15

Пушкăртстанра чи кирлĕ вакансисене палăртнă

Пушкăртстанра ноябрь уйăхĕнче суту-илу сферин специалисчĕсем, ĕçлекенсен персоналĕ, çурт-йĕр хăпартакансем çителĕксĕр пулни çинчен hh.ru портал пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра ноябрь уйăхĕнче суту-илу сферин специалисчĕсем, ĕçлекенсен персоналĕ, çурт-йĕр хăпартакансем çителĕксĕр пулни çинчен hh.ru портал пĕлтернĕ.
Çав вăхăтрах порталта никам йышăнман ĕç вырăнĕсем 2019 çулхи ноябрь уйăхĕпе танлаштарсан 0,3 хут ытларах ÿснине палăртмалла.
Ытларах «Суту-илÿ» професси сферин специалисчĕсене (пур професси шутĕнчен 28%) шыранă. Профессин кирлĕлĕхĕпе ккĕмĕш вырăна ĕçлекенсен персоналĕ (21%), виççĕмĕшне çурт-йĕр хăпартакансем (16%) тухнă.
Ĕçпе тивĕçтерекенсем «Производство», «Транспорт», «Карьера пуçламăшĕ, студентсем», «Медицина, фармацевтика», «ИТ, телеком» «Административлă персонал», «Банксем, инвестицисем».
- Пушкăртстанра пурăнакансемшĕн ноябрь уйăхĕнче ытти сферăри профессисем чаплă пулнă. Уçă резюмепе малтисен шутне «Карьера пуçламăшĕ, студентсем» (16%), иккĕмĕш вырăна «Суту-илÿ» (11%), виççĕмĕш вырăна «Производство» (9%) тухнă. Ĕç шыракансем резюмесене «Чĕртавар тупăшĕ», Административлă персонал», «Транспорт», «Ĕçлекенсен персоналĕ», «Строительство, куçман пурлăх», «Бухгалтери» тата «ИТ, телеком» сферăсенче вырнаçтарнă, - каласа панă Урал hh.ru порталăн директорĕ Оксана Сидлецкая. – 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнче иртнĕ çулхипе танлаштарсан регионта 6 процента ытларах резюме уçнă.
Читайте нас: