Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Декабрӗн 2020, 13:41

Сиртен - квитанци, пиртен - парне

Вулакансене хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен пынине тепĕр хут асăрхаттарасшăн. «Урал сассине» çырăнса илнипе пĕрле эсир, хаклă туссем, хăвăрăн телей шăпине те тĕрĕслесе пăхма пултаратăр.

Вулакансене хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен пынине тепĕр хут асăрхаттарасшăн. «Урал сассине» çырăнса илнипе пĕрле эсир, хаклă туссем, хăвăрăн телей шăпине те тĕрĕслесе пăхма пултаратăр. Çак тĕллевпе хаçата çырăннисен хушшинче редакци лотерея вылявĕ йĕркелет. Сирĕн вара кăларăма çырăнса илнине çирĕплетекен квитанцине е унăн копине пирĕн пата çеç çитермелле.
Парнесен шутĕнче - тĕрлĕ савăт-сапа, кил-çуртра, пахчара кирлĕ хатĕрсем, ача-пăча тетти тата ытти те. Кофе вĕретмелли савăт (кофеварка) вара суперприз пулса тăрать.
Хаçат индексĕ çур çула - П2754 тата çулталăка - П3362. Хакĕ - 436 тенкĕ те 62 пус (декадник вăхăтĕнче) тата 917 тенкĕ те 74 пус.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас: