Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Декабрӗн 2020, 13:47

Çур аки ăнăçлă та паха иртесси çĕнĕ техникăран килет

ПР Ял хуçалăх министерстви çур аки ирттерме пурĕ 7,5 млрд тенкĕ нухрат кирлĕ пулнине пĕлтернĕ. Çак эрнере иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Ильшат Фазрахманов вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ çурхи ĕçсене çĕнĕ техникăпа тата технологине пăхăнса тусан çеç тухăçлă йĕркелеме май пуррине палăртнă.

ПР Ял хуçалăх министерстви çур аки ирттерме пурĕ 7,5 млрд тенкĕ нухрат кирлĕ пулнине пĕлтернĕ. Çак эрнере иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Ильшат Фазрахманов вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ çурхи ĕçсене çĕнĕ техникăпа тата технологине пăхăнса тусан çеç тухăçлă йĕркелеме май пуррине палăртнă.
2020 çулта ку енĕпе чылай ĕçсене пурнăçа кĕртнĕ. Вун пĕр уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем 3 пин те 150 техника тата ытти тĕрлĕ ял хуçалăх хатĕрĕсем туяннă. Пĕтĕмĕшле çак ĕç валли 9,1 млрд тенкĕ тăкакланă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2,9 млрд тенкĕ нумайрах. Росагролизинг урлă техника туянма тунă килĕшÿсен укçа-тенкĕ калăпăшĕ 1,8 млрд тенке çитнĕ.
Аграри ведомствин пуçлăхĕ каланă тăрăх, кăçал Росагролизингпа ĕçлемелли хутшăнусене çĕнĕлле йĕркеленĕ. Кунта компанипе республикăри аграрисем хушшинче килĕшÿлĕх тени ÿснĕ. Çавна пула Росагролизинг урлă килекен техника шучĕ, 2019 çулхипе пăхсан, виçĕ хут нумайрах. Анчах та техникăна çĕнетессипе предприятисем тăрăшуллă ĕçлеççĕ пулин те, çакă çеç çителĕксĕр. Мĕншĕн тесен республикăра ял хуçалăх техники тата та кирлĕ.
- Лизинг енĕпе ĕçе хăвăртлатма ыйтатăп. Сăмах май, декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Росагролизинг» АО «Маларах броньласси» акци хута янă. Унта çăмăллăхсем пур: малтанхи тÿлев 0% танлашать, тавар хакланни 3 % пулмалла, парса татман тĕп парăма 2021 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тÿлеме юрать. Çавăн пекех кăçалхи хаксем тата тавара йÿнетес йĕрке сыхланса юлнă. Гаранти пани кирлĕ мар. Акци 2020 çулхи декабрь уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче иртет. Çак тапхăрта «Агролизинг» АО сайчĕ çине харпăр уйрăм кабинет урлă заявка памалла, - палăртнă Ильшат Фазрахманов.
Акцине Раççейри 20 ытла завод хутшăнать. Вĕсен шутĕнче - Ростсельмаш, Питĕрти трактор завочĕ, Клаас, Ромакс, Воронежсельмаш тата ыттисем. Пĕтĕмĕшле Росагрохолдинг урлă техникăпа тивĕçтермелли каталога 300 ытла предприяти кĕнĕ. Ял хуçалăх техникипе хатĕрĕсен ассортименчĕ те пысăк - 20 пине яхăн тавар.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: