Пур хыпар та
Новости
9 Декабрӗн 2020, 13:17

Урнă кашкăра персе вĕлернĕ

Белорецк районĕнĕнчи Азнагул ялĕнче, урнă чĕр чунсем пуррине шута илсе, карантин йĕркеленĕ. ПР Пуçлăхĕ алă пуснă указа Пушкăртстанăн право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Белорецк районĕнĕнчи Азнагул ялĕнче, урнă чĕр чунсем пуррине шута илсе, карантин йĕркеленĕ. ПР Пуçлăхĕ алă пуснă указа Пушкăртстанăн право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Документ тăрăх‚ вырăнти фермерăн уйрăм хушма хуçалăхĕнче ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче чару мерисем йышăннă. Карантина лекнĕ территоринче йытăсемпе кушаксен куравĕсене ирттерме‚ йытăсене уçăлтарса çÿреме‚ килти выльăх-чĕрлĕхсемпе суту-илÿ тума‚ йытăсемпе кушаксене карантин территорийĕнчен илсе тухма‚ тискер чĕр чунсене тытма чарнă.
Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх‚ ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче фермер картишне кашкăр пырса кĕнĕ. Тискер чĕр чун килти йытта‚ пенсионера тата иртсе пыракан хĕрарăма тапăннă. Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна полици ĕçченне чĕнтернĕ‚ вăл кашкăра персе вĕлернĕ.
Астутаратпăр‚ тукмак хÿре пенсионера уринчен çыртнă. Телее, арçын кашкăртан хăтăлса пÿртне чупса кĕме ĕлкĕрнĕ. Инкек курнă çын патне полици лейтенанчӗ Азат Галимов участокри уполномоченнӑй çула тухнă. Полицейски тавралӑха пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра тискер чĕр чун тапăнса сиен кÿнĕ ытти çынсене те тӗл пулнӑ. Вӗсем - ялта пурăнакан 44 ҫулхи хӗрарӑмпа унӑн пӗлӗшӗ. Хĕрарăма медицина пулăшăвĕ пама васкавлă пулӑшу чӗнтернӗ. Тухтăрсем унăн темиҫе вырăнта шăмми хуçăлнине, çыртнă вырăнсем пулнине тата куçĕ сиенленнине палăртнă. Агидель урамĕнче, фермер пурӑнакан вырӑнтан инҫех те мар, полици ĕçченĕ чĕр чун пуррине асăрханă. Вăл хайхи кашкăр пулса тухнă. Тукмак хÿре полицейски çине тапӑнма хăтланнă. Йĕрке хуралçин табель пӑшалӗпе усӑ курма тивнĕ. Вилнĕ чĕр чуна ветеринарсен аллине панӑ.
- Ветеринари специалисчĕсем патологи материалне кашкăр урнипе урманнине тĕрĕслеме Пушкăртстан Республикин БашНПВЛ ГБУна илсе çитернĕ. Унта лаборатори мелĕпе тискер чĕр чун «урнă» тесе диагноз лартнă. Чирлĕ чĕр чунпа çыхăнăва кĕнĕ çынсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ‚ - тенĕ ПР Ветеринари управленийĕнче.
Районти ветеринари служби пăтăрмах хыççăн çак мерăсене йышăннă:
- кашкăрпа йытă виллисене çунтарнă;
- хăрушлăх зонине лекнĕ выльăхсене ветеринари специалисчĕсем тимлесе тăраççĕ;
- ял çыннисемпе урнă чир çинчен калаçусем ирттернĕ;
- чирлĕ тискер чĕр чун çÿренĕ вырăнсене дезинфекциленĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА. Белорецк районĕ.
Читайте нас в