Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Декабрӗн 2020, 14:35

Ачасем бассейнра хлор пăсĕсемпе наркăмăшланнă

Учалă хулинче çул çитмен ачасем бассейнра хлор пăсĕсемпе наркăмăшланнă тĕлĕшпе следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттереççĕ.

Учалă хулинче çул çитмен ачасем бассейнра хлор пăсĕсемпе наркăмăшланнă тĕлĕшпе следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттереççĕ.
Малтанхи даннăйсем тăрăх‚ Учалăри Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче шывра ишессипе иртнĕ заняти вăхăтĕнче 8-12 çулчченхи 16 ачаран ( 6 арçын ача тата 10 хĕр ача) тăракан ушкăн тата икĕ тренер хлор шăршине туйнă‚ вĕсен сывлăхĕсем хавшанă.
Тăватă ачана больницăна илсе çитернĕ. Тухтăр вĕсене пăхнă хыççăн хлор парĕсемпе наркăмăшланнă тесе диагноз лартнă. Хальхи вăхăтра ачасене килĕсене янă‚ вĕсем амбулатори мелĕпе сипленеççĕ.
Пăтăрмах пулнă вырăна следстви управлени аппарачĕн следователĕсемпе криминалисчĕсем‚ полици ĕçченĕсемпе Роспотребнадзор специалисчĕсем килсе çитнĕ.
Республикăн следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ следовательсем инкек пулса иртнĕ вырăна пăхса тухнă хыççăн кирлĕ эксперт тĕпчевĕсем ирттерме палăртаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем учреждени ĕçченĕсенчен тата инкеке хăйсен куçĕсемпе курнă ытти çынсене ыйтса пĕлĕç. Халĕ ĕç-пуçăн ларăвĕпе сăлтавне уçăмлатса парассипе ĕçлеççĕ. Тĕпчев кăтартăвĕсене шута илсе уголовлă йышăну тăвĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: