Пур хыпар та
Новости
10 Декабрӗн 2020, 19:30

Пушкăрт чĕлхи кунĕ çывхарса килет

Хальхи вăхăтра «Башавтотранс» автобусĕсем çинче Пушкăрт чĕлхи кунне халаласа пушкăртла çырнă баннерсемпе видиороликсене курма пулать. Çак акцие пула çынсем çĕнĕ дата çинчен пĕлеççĕ, пушкăртла çырнă тĕрлĕ ăслă шухăшсемпе, каларăшсемпе паллашаççĕ.

Вулакана çакна аса илтеретпĕр – ПР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пушкăрт чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Уява пушкăртсен паллă çутта кăлараканне Мифтахетдин Акмулла çуралнă кунне халалланă.
Çак куна паллă тума Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ сĕнÿ панă. Çавăнпа та унăн хастарĕсем тата ПР Вĕрентÿ министерстви пушкăрт чĕлхине тата культура эткерне упраса хăварас тесе тĕрлĕ меропириятисем ирттереççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: