Пур хыпар та
Новости
10 Декабрӗн 2020, 19:20

Пушкăртстан малта пыракан регионсен шутне кĕнĕ

Пушкăртстан социаллă предпринимательсен шучĕпе Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă тесе пĕлтернĕ Ĕпхÿре иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни-2020 çавра сĕтелре республикăри Общество палатин членĕ‚ экономика енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Ирина Абрамова.

Пушкăртстан социаллă предпринимательсен шучĕпе Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă тесе пĕлтернĕ Ĕпхÿре иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни-2020 çавра сĕтелре республикăри Общество палатин членĕ‚ экономика енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Ирина Абрамова.
- Эпир социаллă предпринимательсен субъекчĕсен шучĕпе - Раççейре виççĕмĕшсем. Налог служби çакăн пек реестр илсе пырать‚ - тенĕ вăл пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшу парассипе иртекен сессинче. - Социаллă предпринимательсен юхăмĕ - экономикăри çĕнĕ сфера‚ вăл хăвăрт аталанать.
Çав вăхăтрах социаллă предпринимательство Раççейре чи кирлĕ юхăм тесе палăртнă.
Çĕршывăн Экономика аталанăвĕн министерстви социаллă предпринимательсене паракан патшалăх пулăшăвĕн виçи çулсерен ÿснине те пĕлтернĕ. 2021 çулта çак хисеп 1‚5 млрд тенкĕпе танлашĕ‚ 2022 çул 2 млрд тенке çитĕ‚ 2023 çулта 2‚5 млрд тенкĕ уйăрĕç.
- Социаллă предпринимательсене Тĕп банкăн ставкин çуррипе танлашакан микрозаймсем парĕç‚ - тенĕ çавра сĕтелре Ирина Абрамова.
Хĕрарăм сăмахĕсем тăрăх‚ Пушкăртстанра социаллă предпринимательство аталантарма пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
- Муниципаллă программăсем енĕпе регионти пулăшу виçине 330 млн тенке çити ÿстернĕ. Эпĕ Пушкăртстан социаллă предпринимательство ĕçне илсе пыма тавăрусăр субсидисем тÿлет тесе шухăшлатăп‚ – пĕтĕмлетнĕ калаçăва экономика енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ.
Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни-2020 Ĕпхÿ хулинче декабрь уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче онлайн тата офлайн мелĕпе иртет.
Ирида НОВИКОВА.