Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Декабрӗн 2020, 17:45

Ермеккейĕнче нумай хваттерлĕ çуртăн строительстви вĕçленет

Паян республика районĕсенче пĕр нумай хваттерлĕ (4 хутлă‚ 24 хваттерлĕ) тата 37 пурăнмалли уйрăм çурт хăпартаççĕ. Вĕсенче çынсем социаллă найм договорĕпе пурăнĕç.

Паян республика районĕсенче пĕр нумай хваттерлĕ (4 хутлă‚ 24 хваттерлĕ) тата 37 пурăнмалли уйрăм çурт хăпартаççĕ. Вĕсенче çынсем социаллă найм договорĕпе пурăнĕç. Строительство ĕçĕсене «Пушкăртстанри ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Районсенче çакăн йышши çуртсем хăпартма субсидисем уйăраççĕ. Астутаратпăр‚ Пушкăртстанра асăннă программа Ял хуçалăх министерстви пуçарса янă.
Кăçалхи çул программăн асăннă мероприятине пурнăçа кĕртме регионти муниципаллă районсене 84‚3 млн тенкĕ уйăрса панă. Вĕсенчен 67‚2 млн тенкине федераллă бюджетран. Çакă республикăра пурăнакан 61 çемьен пурăнмалли условисене лайăхлатма май парать.
- Программа шайĕнче пурнăçланакан чи пысăк объект - Ермеккей ялĕнчи 24 хваттерлĕ çурт. Çывăх вăхăтра ăна хута ярĕç. Унти сакăр хваттерне «Северная Нива Башкирия» ООО ял хуçалăх педприятийĕн специалисчĕсене‚ вун улттăшĕне больница‚ вĕрентÿ тата культура ĕçченĕсене парĕç‚ - каласа панă Ял хуçалăх министерствин пресс-службин ертÿçи Алмаз Галимов.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: