Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Декабрӗн 2020, 17:45

Пушкăрт чĕлхи кунне мĕнле мероприятисем йĕркелеççĕ?

Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн Пушкăрт чĕлхи кунне уявлаççĕ. Уява пуçараканĕ - Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ.

Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн Пушкăрт чĕлхи кунне уявлаççĕ. Уява пуçараканĕ - Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ.
Çак кунхине онлайн тата офлайн мелĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Вĕсен тĕллевĕ - пушкăрт чĕлхине тата пушкăрт халăхĕн культура пурлăхне сыхласа хăварасси‚ çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсене тăвасси‚ маларах ирттернĕ конкурссен çĕнтерÿçисене чысласси.
Пушкăрт чĕлхи кунне халалланă пулăмсем:
- паллă çынсем хутшăнакан «Поэтическая цепочка» интерет-флешмоб;
- Пушкăрт патшалăх тата Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕсенче Мифтахетдин Акмуллана халалласа ирттернĕ мероприятисем;
- Шайхзада Бабич çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă уçă урок;
- республикăри культура учрежденийĕсенче ирттерекен квестсемпе уяв мероприятийĕсем тата ыттисем те;
- Пермь крайĕнчи культурăпа информаци акцийĕ (курав‚ кĕнеке хăтлавĕ‚ вырăнти пушкăрт ушкăнĕсен концерчĕ);
- Пушкăртстан çыравçисен Эрĕнпурти пултарулăх тĕлпулăвĕ;
- пĕтĕмлетÿ концерчĕ‚ çĕнтерÿçĕсене чысласси.
Декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче 102№ гимназинче «Бикбаев вулавĕсем» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Асăннă уйăхăн вун иккĕмĕш кунĕнче пушкăрт халăхне сыхласа хăварассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явĕç. Çав кунхинех «Башкирский язык: новый взгляд-2» веб-приложени хăтлавĕ те иртĕ.
Ноябрь уйăхĕнче вара професси пĕлĕвне паракан учрежденисенче пушкăрт чĕлхипе Республика олимпиади йĕркеленĕ пулнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: