Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенчи хайĕн страницинче Ĕпхури чугун çул вокзалне çĕнетессипе çыхăннă ĕçсем вĕçленнине пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр – юсавпа реконструкци ĕçĕсене 2004 çултах пуçланă пулнă. Ăна 2007 çулта Пушкăртстан Раççей йышне кĕнĕренпе 450 çул çитнĕ тĕле вĕçлеме палăртнă. Каярах 2015 çула, пĕтĕм тĕнчери ШОК тата БРИКС саммичĕ иртнĕ вăхăта, куçарнă. Чи юлашкинчен 2019 çулта, республика 100 çул тултарнă кунсенче, вĕçлемелле пулнă.
«Студент чухне хула таврашĕнчи электричкăсемпе Ĕпхÿ вокзалĕнчен тăвансем патне хăнана е Мускава çÿренине хăрушă тĕлĕкри пек аса илетĕп. Чăн та, куç умне хăрушла ÿкерчĕк тухса тăрать. Тĕттĕм те таса мар залсем, сывлама йывăр сывлăш, çурма çутăллă тоннельсем, иккĕлентерекен асоциаллă çынсем … Халĕ кунта хăвна пачах урăхла туятăн»- тесе çырнă Радий Хабиров.
Регион пуçлăхĕ паянхи кун чугун çул вокзалĕн çуртĕнче хăтлă та çутă залсем, меллĕ те канлĕ креслосем, çынсем ыйтнине туллин тивĕçтерекен кĕтсе тăмалли вырăнсем пурррине палăртнă. Пассажирсен юхăмне пайланă, вăрăм черетсем çук. Обществăлла транспорт çÿремелли схемăна йĕркеленĕ, автомобильсем лартмалли вырăн пирки ыйтăва татса параççĕ. Планпа тоннеле тăваттăмĕш платформа патне çитиччен тăсасси, хăна çурчĕ тăвасси, вокзал çумĕнчи лапама тирпей-илем кÿртесси.
Пĕтĕмĕшле реконструкципе юсав ĕçĕсем тума çак çулсенче Раççейри чугун çул компанийе 1 млрд тенкĕ тăкакланă. Малашне вăл çак виçене 1,8 млрд тенке çитме палăртать.