Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Декабрӗн 2020, 23:40

Ăсчахсем COVID-19 икĕ минутра хавшатмалли меслет тупнă

Цинклă тата тăхлан тытăмлă шăл пастипе усă курсан кăшăлвируса икĕ минут хушшинче 99,9 процент таран хавшатма (нейтрализовать) пулать. Çакăн пек пĕтĕмлетÿсем тунă Америкăри ăсчахсем лаборатори тĕпчевĕсем ирттернĕ хыççăн. Вĕсем кăшăлвирус аталанассин хăвăртлăхне çăвар ăш-чикне тасатмалли хатĕрсемпе усă курсан чакарма май пуррипе çуккине тĕпченĕ. Кăтартусене British Dental Journal наука журналĕнче пичетленĕ тесе пĕлтерет Новости РИА.

Унсăр пуçне тĕпчев вăхăтĕнче пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн шăл-çăвара хлорид цетилпиридини шĕвекĕпе чÿхени вируссене çур минутра хавшатнине çирĕплетсе панă.
«Тĕпчев кăтартăвĕсем хăш-пĕр шăл тасатмалли пастăсем тата çăвара чÿхемелли шĕвексем SARS-CoV-2 аталанассине чакарма пултараççĕ. Çапла майпа çăварта вируссем те сахалланаççĕ»,- тесе çырнă пичетлесе кăларнă ăслăлăх ĕçĕнче.
Клиника тĕпчевне COVID-19-па чирлекен 260 пациент хутшăннă. Вĕсем шăл тасатмалли пастăпа тата çăвара чÿхемелли шĕвекпе усă курнă.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, кăшăлвируспа чирлекенсен шучĕ Пушкăртстанра 16 пин урлă каçнă. Юлашки талăкра регионта çак чирпе чирленисен шучĕ 153 çынна
çитнĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Читайте нас: