Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Декабрӗн 2020, 00:25

Хĕрарăм хÿме çинче шăнса вилнĕ

Чишма районĕнчи Тим (Дема) ялĕнче хăрушă пăтăрмах пулса иртнĕ. Интернетри вырăнти пабликсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕр хĕрарăм хÿме урлă каçма пуçланă та пуçĕпе аялалла çакăнса ларнă. Çакăн пек лару-тăрура ăна ирхине ăнсартран иртен-çÿренсем асăрханă, ун хыççăн вĕсем йĕрке хуралçисене чĕнсе илнĕ.

«Çĕрле тĕттĕм пулнă, урамсенче çутă çук. Çавна пула хÿме çинче çын çакăнса ларнине никам та курман. Вăл шăнса вилнĕ»,-тесе çырнă социаллă сетьсенче.
Çак хăрушă пулăма, хĕрарăм шăнса вилнине, Следстви комитечĕ те çирĕплетнĕ.
- Чишма районĕнчи Тим ялĕнче хĕрарăм ÿтне тупни пирки Раççейри Следстви комитечĕн Пушкăртстанри управленийĕ следстви умĕнхи тĕпчев ирттерет. Инкек пулса иртнĕ вырăна пăхса тухнă, судпа медицина экзпертизи йĕркелеме палăртнă, курни-илтнĕ çынсене ыйтса пĕлеççĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, криминаллă пулăм пулнă тесе калаймастăн,- тесе пĕлтерне республикăри следстви управленийĕн пресс-службинче.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: