Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Декабрӗн 2020, 19:25

Малти вырăнта - чекмагушсем

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕтĕмĕшле сĕт суса илессипе тата ĕнесем сĕт парас тухăçлăхĕпе малта пыракан хуçалăхсене палăртнă. Çавăн пекех кăçалхи çул чи нумай сĕт суса илнĕ операторсен рейтингне хатĕрленĕ.

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕтĕмĕшле сĕт суса илессипе тата ĕнесем сĕт парас тухăçлăхĕпе малта пыракан хуçалăхсене палăртнă. Çавăн пекех кăçалхи çул чи нумай сĕт суса илнĕ операторсен рейтингне хатĕрленĕ.
Вун пĕр уйăх хушшинче регионти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 702,3 пин тонна таварлăх сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхи кăтарту çумне 104,4%). Сăвăнакан ĕнесен шучĕ - 135,2 пин пуç (иртнĕ çулхи кăтарту çумне 100,5%). Унсăр пуçне ял хуçалăх производителĕсем 515,3 пин тонна сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхи кăтарту çумне 104,4%).
2020 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне сĕт суса илессипе мала тухнă ял хуçалăх предприятийĕсен шутĕнче - Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский» ял хуçалăх предприятийĕ, Авăркас районĕнчи «Урожай» сĕт-çу ферми, Туймазă районĕнчи «Нерал-Матрикс» ООО ял хуçăлăх предприятийĕ.
Пĕтĕмĕшле сĕт суса илессипе малта Чекмагуш районĕнчи «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ (11 уйăх хушшинче 21 372 тонна ), ун хыççăн Ермеккей районĕнчи «Северная Нива Башкирия» ООО (16 251 тонна), Çтерлĕ районĕнчи Калинин ячĕллĕ агропромышленность комплексĕ (15 805 тонна), Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский» ял хуçалăх предприятийĕ (12845 тонна), Авăркас районĕнчи «Урожай» сĕт-çу ферми (11 455 тонна) пыраççĕ.
Машинăпа сĕт сăвакан операторсенчен чи пултаруллисен шутĕнче - Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский» ял хуçалăх предприятийĕнчи Гульнара Рахмангулова (ĕне пуçне 12 204 кг). Иккĕмĕш вырăнта - Авăркас районĕнчи «Салават» ял хуçалăхĕнчи Елена Иванова (11 800 кг), виççĕмĕш вырăнта - Авăркас районĕнчи «Урожай» сĕт-çу фермин ĕçченĕ – Лилия Мавзютова (11 570кг).
Вун пĕр уйăх хушшинче чи нумай сĕт суса илнĕ пилĕк хуçалăхран Чекмагуш районĕ малти ретре. Ун хыççăн Дюртюлĕ, Авăркас, Çтерлĕ, Илиш районĕсем пыраççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: