Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
14 Декабрӗн 2020, 18:55

Пушкăртстан предпринимателĕсене #МойбизнесПомогает акцие хутшăнма чĕнеççĕ

Пушкăртстан усламçисене Экономика аталанăвĕн министерствипе «Мой бизнес» центрăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ #МойбизнесПомогает Раççей шайĕнчи ыр кăмăллăх акцине хутшăнма йыхравлаççĕ.

Пушкăртстан усламçисене Экономика аталанăвĕн министерствипе «Мой бизнес» центрăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ #МойбизнесПомогает Раççей шайĕнчи ыр кăмăллăх акцине хутшăнма йыхравлаççĕ.
- Акцин тĕп тĕллевĕ – усламçăсене ыр кăмăллăх акцине явăçтарасси, вĕсене хĕн куракан граждансене усă кÿрес ĕçре пулăшасси, - палăртнă ПР Предпринимательство ĕçĕн патшалăх комитечĕн пресс-секретарĕ Ильгизар Саньяров.
Парнесене пухмалли корзинăсене «Мой бизнес» центрта вырнаçтарнă. Тăлăх ачасем, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесем, ваттисен çуртĕнче пурăнакан аслă ÿсĕмри çынсем, приютри чĕр чунсем валли парнесене хăш кун та илсе килме юрать. Малтан пухнă парнесене Çĕнĕ çул уявне халаллĕç.
- #МойбизнесПомогает акцие хутшăнма политикăпа çыхăнман организацисем тата уйрăм çынсем те пултараççĕ, - хушса хунă Ильгиз Саньяров.
Парнесене Ĕпху хули, Заки Валиди урамĕ, 2-мĕш çурт; Нефтекамск хули, Комсомол проспекчĕ, 19-мĕш çурт адрессемпе вырнаçнă «Мой бизнес» центрсене çитермелле.
Читайте нас: