Республикăра Çĕнĕ 2021 çул умĕнхи кунсем тата январьти уявсем спорт мероприятийĕсемпе пуян пулĕç. Спорт министерстви тăхăр мероприяти хатĕрленĕ. Унта 4 тематика кунĕ кĕнĕ.
- Мероприятисен ытларах пайĕ урамри лапамсенче е пÿлĕмсенче (вĕсенче 30 ытла çынран пухăнма юрамасть) иртĕ‚ – тенĕ Пушкăртстанри çамрăксен политикин тата спорчĕн министрĕ Руслан Хабибов.
Декабрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿре Спорт хатĕрленĕвĕн центрĕнче Эльбрус Нигматуллинăн «Урал-Батыр» уçă республика турнирĕ иртĕ. Регионăн тĕп хулине Курганпа Мурманск‚ Челябинскпа Липецк‚ Белгородпа Пенза облаçĕсенчен‚ Мускавпа ХМАО тата Пушкăртстанăн 12 чи вăйлă спортсменĕ килсе çитĕç.
Çав кунхине республикăн ытти районĕсенче «Паттăрсен кунĕ» йĕркелĕç. Унта хутшăнакансене тĕрлĕ вăйăсем кĕтеççĕ.
Январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ «Сăмах панишĕн чупни» чупăм иртĕ. Дистанцисем 100-2021 метрпа танлашĕç.
Январĕн 3-мĕшĕ – хĕллехи вăйĕсен кунĕ: хоккей‚ хĕллехи футбол‚ йĕлтĕрпе ăмăртмалли‚ пулă тытасси тата «Атте‚ анне‚ эпĕ – спорт çемйи» çемье старчĕ.
Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче шахматла выляссипе «Чемпионсен чемпионачĕ» уçă турнир иртĕ.
Пур мероприятисенче кăшăлвируспа кĕрешекен инспекторсем ĕçлĕç.