Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Декабрӗн 2020, 18:40

Çул-йĕр инкекĕнче 55 çулхи арçын вилнĕ

Тĕтреллĕ кун пулни тата хирĕçле çул çине тухни вилĕмлĕ авари патне илсе çитернĕ. Асăннă çул-йĕр инкекĕ Ĕпхÿ-Эрĕнпур трасси çинче‚ Çтерлĕ хули çывăхĕнче пулса иртнĕ.

Тĕтреллĕ кун пулни тата хирĕçле çул çине тухни вилĕмлĕ авари патне илсе çитернĕ. Асăннă çул-йĕр инкекĕ Ĕпхÿ-Эрĕнпур трасси çинче‚ Çтерлĕ хули çывăхĕнче пулса иртнĕ. Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче ир-ирех автоçулăн 150 çухрăмĕнче «Лада Веста» тата «Hyundai Creta» çапăннă. ПР ГИБДД пĕлтернĕ тăрăх‚ çул-йĕр инкекĕ вăхăтĕнче тĕтре сарăлнă пулнă.
Иномарка рульне Салават хулинче пурăнакан 46 çулхи хĕрарăм тытса пыни‚ çĕршывра туса кăларакан автомобиль умĕнче 55 çулхи арçын ларни паллă. Иккĕмĕшшĕн çак çул çÿрев юлашки пулса тухнă: инкек курнă çын васкавлă пулăшу киличченех пурнăçпа сывпуллашнă.
- Халĕ вырăнта полици тата ытти служба ĕçченĕсем ĕçлеççĕ‚ - тенĕ республика ГИБДД пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: