Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Декабрӗн 2020, 16:25

Абзелил районĕнче пушарта 11 çын вилнĕ

Пушкăртстанри Абзелил районĕнче хăрушă пушар пулса иртнĕ. Декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕрле Ишбулдино ялĕнчи пĕр хутлă çурт çунма тытăннă. 2019 çулхи март уйăхĕн 27-мĕшĕнче здание Ыркăмăллăх çурчĕ пек регистрациленĕ.

- Çĕрле 2.54 сехетре 61-мĕш Пушартан çăлакан чаçе 1960 çулта хăпартнă çурт çунма тытăнни çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. 3.17 сехетре Халилово ял хутлăхĕн пушар команди вырăна килсе çитнĕ. Вут-çулăмран 5 çынна кăларма пултарнă. Пушар çинчен систерекен извещательсем ĕçленĕ пулсан та 11 çынна вилĕмрен çăлайман. Районта чрезвычайлă лару-тăру режимне йышăннă, - пĕлтернĕ Абзелил районĕн пуçлăхĕ Ильдар Нафиков.
Уçă çулăма пушар çыннисем икĕ сехет хушши сÿнтернĕ. Пушара сÿнтерме Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствинчен 6 техника единицине тата 16 çынна явăçтарнă. Инкек пулса иртнĕ вырăнта следовательсем ĕçлеме пуçланă. Вилнисен тăванĕсене, саккунлă представителĕсене тĕпчеççĕ, психологилле пулăшу параççĕ. Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров Абзелил районĕнчи Ишбулдино ялне пушар вырăнне оперативлă штаб ĕçне йĕркелеме килсе çитнĕ.
Читайте нас: