Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна пĕрремĕш хут мар хутшăнакан çынсем асăннă проекта пурнăçа кĕртес тесе пысăк тÿпе хывнă. Кунта пĕр-пĕр ыйтăва сÿтсе явнă чух кашни çын яваплă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çак йышăну ял хутлăхне усă кÿрессине тĕпе хунă.
- Трактор пурри çăмăллăх кÿрет, питĕ нумай ĕç тума пулать. Унччен вĕсене пурнăçлас тесен вырăнти хуçалăхсен ертÿçисемпе район предприятийĕсенчен пулăшу ыйтма тÿр килетчĕ‚ - тенĕ Таштамак ял хутлăх пуçлăхĕ Минсара Федорова. - Малашне чылай ыйтăва хамăр тĕллĕн татса парăпăр.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Авăркас районĕ.