Пĕр талăк хушшинче Пушкăртстанра 16 çын çул-йĕр аварийĕнче инкек курнă. Пĕрин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
ПР ГИБДД пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ вилĕмлĕ тĕслĕхе Туймазă районĕнче регистрациленĕ. Агиртамак ялĕнчен инçе мар 19 çулхи каччă ВАЗ-2114 рульне йĕркеллĕ тытса пырайманнипе автомобиль çул айккине чăмнă. Çăмăл машина электричество юпине пырса тăрăннă.
Телее‚ водитель сывă тăрса юлнă. Анчах 20 çулхи пассажир вырăнтах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.