Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Декабрӗн 2020, 18:27

Вадим Соколов хÿтĕлев хатĕрĕсем туянма пулăшнă

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Вадим Соколов кăшăлвирус инфекци пандеми вăхăтĕнче Шаранти тĕп район больницин медицина ĕçченĕсене иккĕмĕш хут пысăк пулăшу панă.

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Вадим Соколов кăшăлвирус инфекци пандеми вăхăтĕнче Шаранти тĕп район больницин медицина ĕçченĕсене иккĕмĕш хут пысăк пулăшу панă.
- Кăçалхи çуркунне‚ йывăр вăхăтсенче‚ Вадим Васильевич медицина ĕçченĕсем валли харпăр хăйне хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма укçа-тенкĕ енчен пулăшу пачĕ. Хальхинче те вăл айккинче юлмарĕ‚ каллех пире пулăшрĕ. Вăл уйăрнă укçа-тенкĕпе кăшăлвирус инфекцийĕпе кĕрешекен медицина ĕçченĕсем валли пĕр тата нумай хутчен усă курмалли халатсем‚ костюмсем‚ инфекцирен хÿтĕленмелли маскăсем туянтăмăр. Фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата больницăсенче вăй хуракан фельдшерсемпе медицина ĕçченĕсене щитсемпе тивĕçтертĕмĕр. Эпир ырă чĕреллĕ Вадим Васильевича йывăр вăхăтра пире ăнланса алă панăшăн чунтан тав тăватпăр‚ - тенĕ Шаранти тĕп район больницин тĕп врачĕ Радик Янгиров.
ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ пулăшу панипе хальхи вăхăтра больницăра ĕçлекенсем кăшăлвируспа кĕрешнĕ май, кирек хăш вăхăтра та медицина пулăшăвĕ пама хатĕр.
Маргарита АХМЕТОВА.
Шаран районĕ.
Читайте нас: