Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Декабрӗн 2020, 18:55

Мăшăрсен виççĕмĕш пайĕ иккĕмĕш хут çемье çавăрнă

Пушкăртстанра 10 уйăх хушшинче 17 пин мăшăрлану тата 12 пин уйрăлу регистрациленĕ тесе пĕлтернĕ республика статистикĕсем.

Пушкăртстанра 10 уйăх хушшинче 17 пин мăшăрлану тата 12 пин уйрăлу регистрациленĕ тесе пĕлтернĕ республика статистикĕсем.
- Пушкăртстан Республики Раççейри нумай нациллĕ регионсенчен пĕри шутланать. Чылай мăшăрлану тĕрлĕ наци представителĕсем хушшинче пулса иртет. Яланах апла пулман. Тĕслĕхрен‚ 1925 çулта çемье çавăрса регистрациленисенчен хутăш мăшăрланнисен пайĕ 4% танлашнă‚ 1970 çулта - 29%. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх‚ уйрăм çурт хуçалăхĕсен 27 проценчĕ вĕсен кил-йыш членĕсем тĕрлĕ наци çыннисем пулнине пĕлтернĕ‚ - ăнлантарса панă Пушкăртстан статистики. Çав вăхăтрах республикăра юлашки 20-30 çулта мăшăрланусемпе уйрăлусен шайлашăвĕ улшăннине те палăртнă.
Сăмах май‚ 1980 çулта регионта 10 мăшăртан иккĕшĕ уйрăлнă‚ 1990 çулта - виççĕ‚ 2019 çулта - улттă.
- Çемье арканнипе‚ арсăр е арăмсăр тăрса юлнипе иккĕмĕш хут мăшăрланни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăвармалла. Иртнĕ çулхине 6 836 арçын (пĕтĕмĕшле мăшăрланакансенчен 27%) тата 7 673 хĕрарăм (31% яхăн) иккĕмĕш хут çемье çавăрнă‚ – тенĕ статистиксем.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: