Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, çулсерен иртекен пресс-конференцинче унран яланах ачаллă çемьесене пулăшма ыйтни çинчен палăртнă.
«Кăçал кăшăлвируса пула тĕрлĕ чару мерисем йышăннă май елкăсемпе ытти мероприятисене йĕркелеме чарнă. Çĕнĕ çул уявĕ вара вăл ыттисенчен чылай уйрăлса тăрать, вăл ыррипе лайăххине кĕтнипе, малашлăх шанчăкĕсемпе çыхăннă. Патшалăх ачасене тимлĕх уйăрнă май, эпир вĕсене Çĕнĕ çул парни тумалли çинчен калаçса татăлтăмăр. Çĕршыври кашни ачаллă çемье 5 пин тенке тивĕçĕ. Çак укçа-тенке 7 çула çитмен кашни шăпăрлан илĕ,- тенĕ Раççей президенчĕ.