Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Декабрӗн 2020, 11:35

Пушкăртстан пылне «Вкусы России» конкурсра хак панă

Тÿрĕ эфирта «Вкусы России» регионта туса кăларакан чи тутлă апат-çимĕçсен пĕрремĕш наци конкурсĕн çĕнтерÿçисене пĕлтернĕ. Пушкăртстан пылĕ «На всю страну» текен чи паллă номинацие хутшăнса виççĕмĕш вырăна тухнă.

Тÿрĕ эфирта «Вкусы России» регионта туса кăларакан чи тутлă апат-çимĕçсен пĕрремĕш наци конкурсĕн çĕнтерÿçисене пĕлтернĕ. Пушкăртстан пылĕ «На всю страну» текен чи паллă номинацие хутшăнса виççĕмĕш вырăна тухнă.
Пушкăртстан, ытти Раççей регионĕсемпе танлаштарсан, курава 26 тĕрлĕ апат-çимĕç тăратнă. Çĕнтерÿçĕсене 8 тĕрлĕ номинаци тăрăх хак панă. Чи анлă сарăлни халăх сасăлавĕ пулнă. Вăл ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕн иккĕмĕшĕччен пынă.
Раççей çыннисем хăйсен чи юратнă апат-çимĕçĕшĕн миллион ытла сасă панă. Юлашки кунсенче пушкăрт пылĕ вунă чи тутлă апат-çимĕç шутне кĕнĕ. Анчах та пĕтĕмлетÿсем хыççăн пирĕн бренд çĕнтерейменни, апла пулин те çĕршыври 79 регионти 508 заявка хушшинче чи тутлă 10 продукт шутне кĕни паллă пулнă.
Пирĕн пыла тивĕçлипе каярах хак панă. «На всю страну» номинаци çĕнтерÿçисене Пушкăртстан сенаторĕ, наука, вĕрентÿ тата культура Федераци канаш комитечĕн председателĕ Лилия Гумерова пĕлтернĕ.
- Пушкăртстан пылĕ «На всю страну» номинацире çĕнтернине уйрăмах хумханса пĕлтеретĕп, - тенĕ вăл. - Иккĕмĕш тата пĕрремĕш вырăнсене Адыгей сырĕпе Вологодск çăвĕ тивĕçрĕç.
«Пирĕн ялтан» номинацире пушкăрт сырĕпе( корот) «Кургазак» минераллă шыв чи лайăх вунă продукт шутне кĕнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: