Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Декабрӗн 2020, 14:35

«Пушкăртстанра çамрăк та тухăçлă ĕçлекен ертÿçĕ»

Владимир Путина йăлана кĕнĕ‚ çулсерен иртекен пресс-конференци вăхăтĕнче колл-центртан (унта Раççей çыннисем панă ыйтусене йышăннă) Пушкăртстанра пурăнакан Альгиза Туктарова панă ыйту çине хуравлама ыйтнă.

Владимир Путина йăлана кĕнĕ‚ çулсерен иртекен пресс-конференци вăхăтĕнче колл-центртан (унта Раççей çыннисем панă ыйтусене йышăннă) Пушкăртстанра пурăнакан Альгиза Туктарова панă ыйту çине хуравлама ыйтнă. Хĕрарăм ноябрь тата декабрь уйăхĕсенче тăхăр уйăхри ачишĕн патшалăх паракан тÿлеве илменнине пĕлтернĕ. Вăл 2021 çулта çакăн йышши тÿлевсем пулассипе пулмасси пирки интересленнĕ.
Енчен те асăннă уйăхсенче хĕрарăм счече çине укçа куçарман пулсан‚ пулăшу системин ĕç юхăмĕ пăсăлнă пулĕ тесе хуравланă президент. Çак ыйтăва татса пама Владимир Путин хĕрарăмăн даннăйĕсене ыйтса илнĕ.
- Халь ĕçлекен системăн ĕçне майлаштарса ямалла. Унтан çĕнĕ тÿлевсем пирки шухăшламалла‚ - палăртнă Раççей президенчĕ. - Пушкăртстанра çамрăк та пуçаруллă‚ тухăçлă ĕçлекен ертÿçĕ. Вăл пире илтет пулĕ тесе шухăшлатăп. Ĕç юхăмĕ йĕркерен тухма пултарнă. Çакă мĕнле ял-хулара пулнине пĕлмелле.
Пресс-конференци вăхăтĕнчех патшалăх пуçлăхне Альгиза Туктарова Кумертау хулинче пурăннине пĕлтернĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: