Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Декабрӗн 2020, 14:35

Пушкăртстанра сахăр песукĕн хакĕ йÿнелнĕ

Пĕр эрне хушшинче Пушкăртстанра пахча çимĕçсен‚ çăмарта‚ тăпăрчă хакĕ ÿснĕ‚ сахăр песукĕн хакĕ чакнă тесе пĕлтернĕ регионти статистиксем.Пушкăртстанри статистика кăтартăвĕсем тăрăх‚ иртнĕ эрнепе танлаштарсан республикăра чĕрĕ хăяр хакĕ 20‚5% çĕкленнĕ. Вăтамран илсен пĕр килограмм çимĕç хакĕ 118 тенке çитнĕ.

Пĕр эрне хушшинче Пушкăртстанра пахча çимĕçсен‚ çăмарта‚ тăпăрчă хакĕ ÿснĕ‚ сахăр песукĕн хакĕ чакнă тесе пĕлтернĕ регионти статистиксем.
Пушкăртстанри статистика кăтартăвĕсем тăрăх‚ иртнĕ эрнепе танлаштарсан республикăра чĕрĕ хăяр хакĕ 20‚5% çĕкленнĕ. Вăтамран илсен пĕр килограмм çимĕç хакĕ 118 тенке çитнĕ.
Çав вăхăт хушшинче чĕр помидор 11 процент хакланнă. Çапла вара асăннă çимĕçĕн пĕр килограмм хакĕпе 113 тенкĕпе танлашать.
Виççĕмĕш вырăнта – çăмартасем. Вĕсен хакĕ пĕр эрне хушшинче 5‚6 процент хăпарнă. Пушкăртстанра пурăнакансем пĕр теçетке çăмартана вăтамран 68 тенкĕ парса туянаççĕ.
Хакланнă апат-çимĕçсен списокне çаксем те кĕнĕ: кишĕр‚ çуллă тăпăрчă‚ тăвар‚ сосиска‚ сарделька‚ панулми‚ рис кĕрпи‚ чĕрĕ купăста‚ сухан‚ карамель‚ шăнтнă пулă‚ вермишель‚ хĕвел çаврăнăш çăвĕ‚ шоколадран тунă канфетсем‚ ачасен апатланăвĕ валли хатĕрленĕ пахча çимĕç тата улма-çырла консервисем‚ маргарин‚ хăйма‚ сĕт‚ чăх ашĕ‚ çăкăр‚ аш консервисем‚ çăнăх‚ пĕçернĕ кăлпасси‚ макарон тата пĕвер. Пĕр эрне хушшинче асăннă апат-çимĕçĕсен хакĕ 0‚1-2% ÿснĕ.
Пушкăртстанра йÿнелнĕ апат-çимĕç таварĕсен списокне чăн малтан сычужный сыр кĕнĕ. Унăн хакĕ 2‚5 процент чакнă. Хура тул кĕрпин хакĕ те 2‚2% йÿнелнĕ. Вăтамран пĕр килограмм кĕрпе 75 тенкĕ тăрать. Списокăн виççĕмĕш картлашкинче - сахăр песукĕ (- 1%). Куллен кирлĕ таварăн вăтам хакĕ 48 тенкĕпе танлашать. Виççĕмĕш вырăнта услам çу (-1‚7%) пулнине те палăртса хăвармалла.
Унсăр пуçне сысна ашĕн‚ çурма тĕтĕмлетнĕ тата пĕçернĕ кăлпассин‚ çĕр улмин‚ ачасен апатланăвĕ валли хатĕрленĕ аш консервисен‚ вир кĕрпин тата хура чей хакĕсем 0‚04-0‚7 процент чакни сисĕннĕ.
Эрне хушшинче республикăра ĕне тата сурăх аш-какайĕн‚ ачасем валли хатĕрленĕ типĕ сĕт хутăшĕсен хакĕсем пачах та улшăнаман тесе çирĕплетнĕ статистиксем.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: