Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
19 Декабрӗн 2020, 17:45

Вĕрентекенсен ĕç укçи хăçан тата мĕнле улшăнĕ?

Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче правительствăра иртнĕ брифингра вĕрентекенсен ĕç укçин çĕнĕ тÿлев системи çинче чарăнса тăнă.

Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче правительствăра иртнĕ брифингра вĕрентекенсен ĕç укçин çĕнĕ тÿлев системи çинче чарăнса тăнă.
Вулакансене аса илтеретпĕр, çулталăк пуçламăшĕнче çав вăхăтри Раççей çут ĕç министрĕ Ольга Васильева шкулти педагогсен ĕç укçин тÿлев тытăмне çĕнетмелли çинчен каланăччĕ. Çак çĕнĕлĕхпе килĕшÿллĕн ĕç укçин 70 проценчĕ гаранти шайĕнче пулмалла, тепĕр 30 проценчĕ вĕрентекенсене хавхалантарассипе (вăл ĕçре мĕнле çитĕнÿсем тунине кура) çыхăннă. Хальхи вăхăтра ведомство Ĕç кодексне çĕнĕлĕхсем кĕртессе кĕтет.
Паянхи кун Пушкăртстанра вĕрентекенсен ĕç укçийĕ икĕ пайран тăрать: 36% - оклад, 64 % - компенсаци тата хавхалантармалли тÿлевсем. Çĕнĕ çултан Пушкăртстан ĕç укçи тÿлессипе çĕнĕ тытăм çине куçассине пĕлтернĕ Айбулат Хужин.
- Пĕр çул хушшинче çак çирĕпленнĕ пирамидăна тепĕр май çавăрса хума май килмĕ. Çавăнпа та эпир çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме виçĕ çула тумалли ĕçсен планне хатĕрлерĕмĕр. Пирĕнпе Рф Çут ĕç министерстви те килĕшрĕ,- тенĕ вĕрентÿ министрĕ.- Пĕчĕккĕн, виçĕ çул хушшинче, эпир вĕрентекенсен окладне ÿстерме тăрăшăпăр: малтан 36 процентран 45 % çити, кайран - 55%, виççĕмĕш çул 65 % çитермелле. 70 процентлă оклада Раççейĕн Тĕп регионĕсенче çеç çирĕплетме юрать, мĕншĕн тесен кунта климат условийĕсене шута илсе хушма тÿлев (надбавка) тÿлемеççĕ. Пирĕн Урал тăрăхĕн тата ялта пурăннине шута илсе çирĕплетнĕ коэффициентсем пур, вĕсене пăрахăçлама май çук – улшăнман хисеп. Çавăнпа та пирĕн республикăра оклад 70 %, хушма тÿлевсем 30% текен шайлашу пулмасть, 65/35 шайра хăварăпăр. Эпĕ çакăн пек туни чи вырăнлă та тĕрĕс йышăну пулĕ тесе шутлатăп.
Çавăн пекех Айбулат Хажин кĕске вăхăтра çĕнĕ тÿлев тытăмĕ çине куçма тепĕр сăлтав чарса тăнине палăртнă. Ку вăл чылай çул шкулсенче ĕçлекен опытлă педагогсен пысăк йышне укçа-тенкĕ енчен кÿрентерессипе çыхăннă пулăм.
- Енчен те пĕр кунра хушма тÿлевсене пĕчĕклетсе оклад никĕсĕ çине куçсан нумай çул ĕçлекен педагосем кăмăлсăр пулĕç. Çамрăк вĕрентекенсен ĕç укçи ÿссе пырсан, паллах, аслисемпе опытлисен пĕчĕкленме пуçлать. Пире çĕнĕрен хушма укçа-тенкĕ никам та паманнине пирĕн ăнланмалла тата пĕлсе тăмалла. Çавăнпа та эпир социаллă хирĕç тăру çуратма тивĕç мар, пысăк стажлă педагогсене те кÿрентерейместпĕр. Çакăн пек утăм тăвас та çук,- ыйтăва уçăмлатнă вĕрентÿ ведомствин ертÿçи.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: