«Арçынна болницăна хăйĕн хваттерĕнчен илсе килнĕ. Вырăна килсе çитнĕ следствипе оперативлă ушкăн ăна унăн 34 çулхи арăмĕ çĕçĕпе чиксе суранлатнине çирĕплетнĕ. Хĕрарăм алла çĕçĕ тытнин тĕп сăлтавĕ кĕвĕçÿ никĕсĕ çинче çемьере харкашу пуçланни пулса тăнă»,- тенĕ ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинче. – Айăпа кĕнĕ çынна тытса чарнă, ăна полици уйрăмне илсе çитерсе пулса иртнĕ пăтăрмаха тĕпчеççĕ. Хваттерте юнпа вараланнă çĕçĕ тупнă. Халĕ уголовлă ĕç пуçарасси пирки ыйту татса памалла. Следстви пырать».