Пур хыпар та
Новости
21 Декабрӗн 2020, 19:20

Лифтсем çĕнетме 750 млн тенкĕ уйăрĕç

Раççей правительстви нумай хутлă çуртсенчи лифт хатĕрĕсене çĕнетме 750 млн тенкĕ уйăрма палăртать.

Раççей правительстви нумай хутлă çуртсенчи лифт хатĕрĕсене çĕнетме 750 млн тенкĕ уйăрма палăртать.
Çак укçана 2020 çул вĕçлениччен уйăрса памалла тата унпа чылай вăхăт ĕçлесе кивелнĕ 1010 лифта улăштармалла. Ятарлă хушăва РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пусса çирĕплетнĕ.
Палăртнă нухрата малтан пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăха реформăламалли фонда куçарса парĕç, ун хыççăн регионсене çитерĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: