Пушкăртстан Республикин влаçĕсем Абзелил районĕнчи Ыркăмăллăх çуртĕнчи пушарта инкек курнисене‚ вилнисен тăванĕсене пĕр хут паракан укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç.
Çакăн валли Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви валли регион правительствин резерв фондĕнчен 1 167‚3 пин тенкĕ нухрат уйăрнă.
ПР Ĕç министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ пушарта вилнисен тăванĕсене‚ пытарассине хăйсем çине илнисене‚ кашни çыншăн 100 пин тенкĕ уйăрса парĕç (11 çын вилнĕ). Вут-çулăмран çăлăннисене - кашнине 10-шар пин тенкĕ.
Ведомствăра Ыркăмăллăх çуртĕнче пурăннă виçĕ çын çинчен те (вĕсем пушар хыççăн сывă юлнă) пĕлтернĕ. Пĕри Аскаровăри тĕп район больницин терапевт уйрăмĕнче сипленет. Анализсем паллă пулсан ăна декабрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Учалăри психикăпа неврологи интернатне пурăнма куçарĕç.
Иккĕмĕшĕ те асăннă больницăри терапевт уйрăмĕнче сипленет. Арçынна çывăх вăхăтра Тубинск ялĕнчи психикăпа неврологи интернатĕнчи ватă çынсене тата инвалидсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен стационар уйрăмне вырнаçтарĕç.
Сывă юлнă виççĕмĕш çынна декабрь уйхĕн 15-мĕшĕнче хĕрĕ килне илсе кайнă.